Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Алексин Валерий Николаевич (КТЯСҪ)

Валерий Николаевич Алексеев (Алексин) Пукӑртан ялӗнче 1956 ҫулхи февралӗн 12-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1973 ҫулта Вӑтакас Татмӑшри вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ, 1979 ҫулта Мускаври М.В.Ломоносов ячӗллӗ патшалӑх университетӗнчи журналистика факультетне пӗтернӗ. Чӑваш телевидени студийӗнче редактор, тӗп редактор пулнӑ. Чылай вӑхӑт республикӑри «Советская Чувашия» хаҫатӑн культура пайне ертсе пынӑ. Халӗ «Республика» хаҫатӑн тӗп редакторӗ.
В.Н.Алексеев литературӑпа журналистика енне туртӑнма шкулта вӗреннӗ чухнех тытӑннӑ: Канаш районӗнчи «Коммунизмшӑн» хаҫатсенче (халӗ «Канаш»), республикӑри «Пионер сасси», «Капкӑн», «Ялав» журналсенче, коллективлӑ сборниксенче сӑвӑ-калав чылай пичетленӗ, 1971 ҫулта ӑна «Пионер сасси» хаҫат лауреат ятне панӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ вӑхӑтра «Ҫил ҫунат» литпӗрлешӳ ӗҫне активлӑ хутшӑннӑ.
Ҫамрӑк журналист Мускав университетӗнче вӗреннӗ ҫулсенче киноискусствӑпа кӑсӑкланма тытӑннӑ. Курс ӗҫне хӳтӗлеме Ленин тата Патшалӑх премийӗсен лауреачӗн, хими наукисен докторӗн И.И.Корнилов профессор пурнӑҫӗ ҫинчен сценари ҫырнӑ. Ҫӗршыври паллӑ кинодокументалист, Ленин премийӗн лауреачӗ, С.В.Дробашенко профессор ӑна лайӑх хак парса диплом ӗҫӗ тума сӗнет.
— А.А.Байков ячӗллӗ СССР Наукӑсен академийӗн металлурги институтӗнче Е.М.Свицкий, П.Б.Будберг, В.С.Михеев тата ытти паллӑ тӗпчевҫӗсен асаилӗвӗсене пленка ҫине ӳкерсе илтӗм, — аса илет В.Н.Алексин. — Диплом ӗҫне Шупашкарти телестудире Н.К.Константинов операторпа ӳкертӗмӗр. Ульяновск облаҫӗнче, Мускавра пулса тӗрлӗрен кадрсемпе фильма пуянлатрӑмӑр. «Встреча с Корниловым» ятлӑ фильм-портрета комисси питӗ лайӑх паллӑпа хакларӗ. Ӑна Ульяновскри тата Шупашкарти телестудисем кӑтартрӗҫ.
Университет хыҫҫӑн В.Н.Алексеева Шупашкара телестудие ӗҫлеме яраҫҫӗ. Кунта вӑл Ростоври киностудирен килнӗ Э.М.Мокеев кинорежиссерпа алла-аллӑн вӑй хума пуҫлать. Сӑмах май каласан, Э.Мокеевӑн ашшӗ Матвей Мокеев Канашри вагонсем юсакан заводӑн чи малтанхи начальникӗ пулнӑ. Ун пиччӗшӗ Ф. Мокеев — РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Мускаври А.С.Пушкин ячӗллӗ театрта чылай ҫул вӑй хунӑ.
Ҫамрӑк журналист ытларах культура ҫыннисем ҫинчен фильм-портретсем ӳкерме кӑмӑлланӑ. Чӑваш халӑх поэчӗсем Петӗр Хусанкайпа Яков Ухсай, Александр Кӑлкан, Григорий Хирбю, Федор Васильев композиторсем, Ираида Вдовина юрӑҫӑ пултарулӑхне уҫса паракан очерксене куракансем кӑмӑлласа йышӑннӑ. Пирӗн районти тӗп больницӑн тӗп врачӗ, медицина наукисен докторе Ф.Г.Григорьев ҫинчен калакан киноочерка Центрти телевиденипе те кӑтартнӑ.
Телевиденире тӗп редакторта ӗҫленӗ чухне В.Н.Алексеев Горький, Хусан, Уфа, Ульяновск, Самара, Ижевск, Йошкар-Ола хулисенчи студисем ыйтнипе Чӑваш Республики ҫинчен телепрограммӑсем хатӗрленӗ.
— Пӗр хушӑ Хусанти кинохроника студийӗпе тачӑ ҫыхӑну тытрӑм, — каласа парать В.Н.Алексеев журналист. — «На Волге широкой» тележурналсем ӳкерме, документлӑ фильмсем хатӗрлеме тата илемлӗ фильмсене чӑвашла куҫарас ӗҫе хутшӑнма тытӑнтӑм. СССР халӑх артисчӗ, К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗн тӗп режиссерӗ В.Н.Яковлев ҫинчен чылай пысӑк фильм (30 минута пырать) экран ҫине тухрӗ. Вӗсене «Ҫеҫпӗл» кинотеатрта кӑтартнӑ хыҫҫӑн республикӑри хаҫатсенче ырӑпа асӑннӑ рецензисем те тухкаларӗҫ...
«Хусанти кинохроника студийӗн художество совечӗн юлашки ларӑвӗнче «Свет и тепло» нумай тӗслӗ документлӑ фильма сӳтсе явнӑ, пысӑк хак панӑ. Ҫак лентӑна Леонид Трифонов режиссерпа Юрий Диделев кинооператор Валерий Алексеев журналист сценарийӗпе ӳкернӗ. Унта чӑваш художникӗ Николай Плониш пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Тутар Республикинчи Хӑмӑшлӑ ялне, Ҫарӑмсан юхан шыв илемне тата сӑрӑ ӑстин канӑҫсӑр кӑмӑл-туйӑмне уҫса кӑтартни художник картинисене тарӑннӑн ӑнланса ӑша хывма пулӑшаҫҫӗ. Художество совечӗн членӗсем ҫакна палӑртнӑ: фильмра Николай Плониша виҫесӗр мухтаса пӗтермен, ун кӑштах хирӗҫӳллӗ пурнӑҫне ӑнланма тӑрӑшнӑ», — тесе ҫырнӑччӗ «Хыпар» хаҫат.
«Вчера в Чувашском киновидеообъединении состоялся просмотр нового документального фильма об известном чувашском художнике Николае Плонише. Называется он «Свет и тепло». Режиссер фильма — Леонид Трифонов, сценарий написал Валерий Алексеев, музыкальное оформление Юрия Лебедева.
Авторы пытались создать образ художника — человека неординарного, рассказали о его картинах. И рассказ этот получился светлый, красочный». Ҫапла ҫырнӑччӗ тата «Чебоксарские новости» хаҫат.
Каярахпа документалистсем СССР халӑх артистки В.К.Кузьмина тата Г.Н.Волков академик ҫинчен киноочерк ӳкереҫҫӗ. Ҫавӑн пекех А.И. Миттов художникӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне халалланӑ фильм та пысӑк экран ҫине тухать.
Ӗҫчен журналист ҫырнӑ статьясем, рецензисем, интервьюсем, очерксем республикӑри хаҫат-журналсенче ҫеҫ мар, Мускавра тухса тӑракан «Парламентская газета», «Клуб» т.ыт. изданисенче Хусанти «КРИС» хаҫатра та В.Алексин псевдонимпа пичетленеҫҫӗ. Журналистӑн кутамкки нихӑҫан та ҫӑмӑл пулман, кал-кал ӗҫлеме паян уйрӑмах йывӑр. Ҫапах В.Алексин асра юлмалли йӗркесем ҫырса кӑларма май тупатех. Пӑхатӑн та — вӑл паян аякри ентешеем патне ҫитсе килнӗ тепрехинче архивра ларса пач ҫӗнӗ фактсем шыраса тупнӑ, тахӑш хушӑра тӳре-шара йӑнӑш пускаланине асӑрханӑ е «сӑмах тимерҫисен» ӗҫне ӑшӑ кулӑпа сӑнланӑ. Куратпӑр: вӑл хӑй тивӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлать.
Валерий Алексеева чӑваш журналисчӗсен Ҫ.Элкер ячелле премине (1994), Чӑваш Республикин Хисеп грамотине (1995) парса чыс тунӑ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-07-22 22:59:25 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3887 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем